Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ют ҫын — хир урлӑ, хӑв тӑвану — вут урлӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Тӗлӗнтермӗш сӑмахсем (Г. Юмарт)

Перс-иран сӑмахӗсем
Йышлӑ пирӗн чӗлхере.
Сӗм авал, тахҫан вӗсем
Лекнӗ хамӑр ҫул-йӗре.

Мӗн пирки, мӗн сӑлтавпа
Манӑҫа тухман хальччен?
Халӑхри сӑваплӑхпа
Ҫирӗп ҫыхӑннӑ иккен.

Ӑраман е Ахриман
Пӗлтерет усал вӑя.
Турӑран вӑл хӑраман,
Тепӗр чух пулман ая.

Ҫавӑнпа та хушӑран
Ҫитнӗ Ахӑр самана.
Ырӑ Туррӑмӑр кайран
Пусарса пырать ӑна.

Арамаҫӑ тӑвӗсем
Тӗл пулаҫҫӗ халапра.
Турӑ вырӑнӗ вӗсем
Тянь-Шаньре те Кавказра.

Пур сӑмах: асат хуҫать.
Кӗҫӗн Турӑ йышӗнче
Шутланать-мӗн ҫав асат.
Сыхчӑ вӑл ҫын ҫумӗнче.

Вил тӑпри ҫинчи чартак
/Тӑрӑллӑ лутра пура/.
Упранать пирте пӑртак.
Вӑл та пур-мӗн Иранра.

Асаттесем сӗм авал
Кӳршӗ халӑх тӗнӗпе
Пурнӑҫ тытнӑ-тӑр кал-кал,
Улӑштарман тепринпе.

Хурасан та Йуҫпӑхан,
Хапӑс, Нурӑс, Ахмане...
Ҫак ятсем те тахӑҫан
Ҫитнӗ Атӑл тӑрӑхне.

Сартӑш тӗнӗн йӗрӗсем
Хушпура та тум-юмра.
Вут-хӗвел сӑнарӗсем
Тӑнӑ вӑй чӗртсе юнра.

Масмаксен тӗррисенче -
Вутлӑ ҫулӑм кукрашки.
Пикесен саррисенче -
Пур халам каштин мӗлки.

Тӗн сарса ҫӳрекентен,
Тыткӑнри ҫын урлӑ та
Килнӗ, ахӑр, инҫетрен,
Юлнӑ ют сӑмах кунта.

Минюкпа Минке ятсем
Тур паллиллӗ тениех...
Эй, тӗпчевҫӗ, тӗпчесем,
Тӗплӗреххӗн пӗлӗнех.

Геннадий Юмарт
Сӑвва «Ҫамрӑксен хаҫачӗн», 17№ (2008, ҫу, 2) хаҫатран илнӗ


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2008-05-14 20:21:58 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2477 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем